Муркаш районӗнчи А.Г. Николаев ячӗллӗ Калайкасси вӑтам шкулӗ 2016 ҫулхи нарӑсӑн 25-мӗшӗнче «Шкул тата чӑваш чӗлхи чӗрӗлӗвӗ» темӑпа республика шайӗнче ҫавра сӗтел ирттерет. Ҫавра сӗтеле пӗтӗм тӗнчери Тӑван чӗлхе кунне халалланӑ.
Ҫавра сӗтелте сӳтсе явма палӑртнӑ ыйтусем: хальхи вӑхӑтра Чӑваш Республикинчи чӑваш чӗлхин лару-тӑрӑвӗ; чӑваш наци шкулӗсенче чӑвашлӑха сыхласа хӑварассипе ҫыхӑннӑ хӑш-пӗр ыйтусем; чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентӗвӗн пахалӑхӗпе тухӑҫлӑхне ӳстересси.
Ҫавра сӗтелте хутшӑнма чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсене, чӑваш чӗлхин ӑстаҫисене (специалисчӗсене), литература тӗпчевҫисене, таврапӗлӳҫӗсене, аслӑ тата вӑтам шкул преподавателӗсене, тӑван чӗлхепе тата литературӑпа кӑсӑкланакансене йыхравлаҫҫӗ.
Ҫавра сӗтел 10 сехетре пуҫланать. Хутшӑнас текенсен хӑйсен заявкине йӗркелӳ комитетне 2016 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗччен ҫак адреспа ярса памалла: 429541, Муркаш районӗ, Калайкасси ялӗ, Ҫамрӑклӑх урамӗ, 3. Электронлӑ адрес: uyav@mail.ru. Ыйтса пӗлмелли телефонсем: 8(83541) 65-3-21 (шкул телефонӗ); 8-905-347-64-27 (Степанов Александр Марсовичӑн кӗсье телефонӗ).
Ӗнер Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Раҫҫейри Литература ҫулталӑкне, республикӑри Константин Иванов ҫулталӑкне пӗтӗмлетсе уяв ирттернӗ.
«Вулакан Чӑваш Ен» ятпа йӗркеленнӗ форума культура тытӑмӗнче ӗҫлекенсем пухӑннӑ. Вӗсем хушшинче Уява Мускаври, Питӗрти, Чӗмпӗрти ҫыравҫӑсемпе библиотекарьсем пулнӑ.
Форумра тӗрлӗ лапам ӗҫлерӗ. «Паянхи обществӑри литературӑн пӗлтерӗшӗ» ятпа ирттернӗ ҫавра сӗтеле республикӑн информаципе массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Александр Иванов та хутшӑннӑ. Ку мероприятире ҫамрӑк ҫыравҫӑсемпе поэтсен пултарулӑхӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене хускатнӑ. Яшсемпе хӗрсене кӗнеке, хаҫат-журнал вулама епле илӗртмелли ҫинчен калаҫнӑ. Республикӑра литература критикӗсем сахаллине шута илсе Мускава ятарласа вӗренме ямаллине палӑртнӑ.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ҫитес ытларикун, раштавӑн 8-мӗшӗнче ҫавра сӗтел пулмалла. Ӑна Чӑваш Республикин патшалӑх суверенитечӗ ҫинчен калакан Декларацие йышӑннӑранпа 25 ҫул, Чӑваш Республикин тӗп саккунне — Конституцине — йышӑннӑранпа 15 ҫул ҫитнӗ ятпа ирттереҫҫӗ. Ҫавра сӗтел ЧПГӐИ лару залӗнче 15 сехетре пуҫланмалла. Ҫавра сӗтеле гуманитари институчӗ йӗркелет.
Хальлӗхе тухса калаҫакансен йышӗнче ҫаксене палӑртнӑ:
• Юрий Попов, Чӑваш Республикин Патшалӑх канашӗн председателӗ;
• Константин Яковлев, Чӑваш Республикин Культура министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлаканӗ;
• Николай Угаслов, Чӑваш Республикин Патшалӑх канашӗн депутачӗ, ЧНК президенчӗ;
• Атнер Хусанкай, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, ЧНК хисеплӗ президенчӗ;
• Николай Лукианов, ЧНК президиумӗн пайташӗ.
Чӳкӗн 19-мӗшӗнче ЧР Наци вулавӑшӗн конференц-залӗнче «Ислама экстремизмран мӗнле уйӑрмалла» темӑпа ҫавра сӗтел иртнӗ. Унта республикӑри паллӑ ҫынсемпе пӗрле журналистсем те хутшӑннӑ.
И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн юридици факультечӗн деканӗ Михаил Тимофеев ҫак террористсен организацийӗ мӗнле йӗркеленсе кайни пирки каласа кӑтартнӑ. Вӗсем хӑйсене ислам патшалӑхӗ теҫҫӗ пулсан та ку тӗнпе нимӗнле те ҫыхӑнман. Парижра терактсем пуличчен ИГИЛсем пирки тӗрлӗрен калаҫнӑ пулсан халӗ пурте ӑнланнӑ: ку хӑрушлӑх.
Полици подполковникӗ Владимир Шихранов Раҫҫейре ИГИЛа терроризма организацийӗ вырӑнне йышӑннине палӑртса каланӑ. Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, экстремизм енӗпе преступленисем тӗнче тетелӗнче ҫамрӑксемпе пулаҫҫӗ. Владимир Пантелеймонович Чӑваш Енре 128 наци ҫынни пурӑннине, халах тӑрӑшнипе радикаллӑ группировкӑсем хастарланманнине палӑртнӑ.

Нумаях пулмасть Шупашкарта 21 ҫултан ҫамрӑкрах ачасемпе ҫамрӑксене эрех-сӑра сутма юраманни пирки калаҫнӑ. Ҫавра сӗтеле хула пуҫлӑхӗн ҫумӗ Ирина Клементьева, Роспотребнадзорӑн элчисем, хула администрацийӗн ӗҫченӗсем, Шупашкарти районсен администрацийӗсен ӗҫченӗсем хутшӑннӑ.
Ҫавра сӗтел иртнӗ эрнере иртнӗ. Хула администрацийӗн пресс-службинчен пӗлтернӗ тӑрӑх, унта хутшӑннисем ҫак саккуна йышӑнмалли пирки каланӑ.
Ирина Клементьева палӑртнӑ тӑрӑх, 21 ҫултан ҫамрӑкраххисене эрех-сӑра сутманни ҫамрӑксен хушшинче ӗҫкӗпе иртӗхекенсен йышне чакарма май парӗ. Пӑлханмалли сӑлтав пур ҫав. Чӑваш Ен эрех-сӑра ӗҫсе вилнисен йышӗпе малта пыраканнисенчен пӗри.
Ҫавра сӗтел ҫак ҫивӗч ыйтӑва сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ тунӑ: алкоголе 21 ҫултан ҫамрӑкраххисене сутмалла мар.

Ӗнер Чӑваш Республикин наци вулавашӗнче «Чӑваш халах сайчӗн аталану ҫулӗ» ятпа ҫавра сӗтел иртрӗ. Мероприятие портала йӗркеленӗрепне 10 ҫул ҫитнӗ ятпа ирттерчӗҫ. Халӑх сахал мар пухӑнчӗ.
Тӗп доклад тӑваканни Николай Плотников пулчӗ. Вӑл Чӑваш халӑх сайтне мӗнле аталантармалли ҫинчен каласа пачӗ. Вӑл докладпа туллин порталӑн Статьясен пайӗнче паллашма пулать. Ытти тухса калаҫакансем вара сайтӑн дизайнне ҫӗнетмелли, видеосен пайне ытларах аталантармалли пирки каларӗҫ. Унсӑр пуҫне Игорь Алексеев Чӑваш халӑх сайчӗн малтанхи утӑмӗсене те аса илчӗ, пухӑннисене паллаштарчӗ.
Ҫавра сӗтел хушшинче Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп администраторне хисеп хучӗсемпе тата парнесемпе чысларӗҫ — Чӑваш наци конгресӗнчен тата Чӑвашсен обществӑпа культура центрӗнчен.
Ҫавра сӗтелпе туллин каярах «Сӑвар ТВ»-ри видеора паллашма май пулӗ.
Ӗнер Чӑваш халӑх сайчӗ 10 ҫул тултарчӗ. Ҫак куна палӑртса эрнекун, авӑнӑн 11-мӗшӗнче «Чӑваш халӑх сайчӗн аталану ҫулӗ» ҫавра сӗтел ирттерме палӑртрӑмӑр. Вӑл Чӑваш наци библиотекинче иртӗ. 15:30 валли 218 пӳлӗме пухӑнмалла.
Ҫавра сӗтелте эпир сире Чӑваш халӑх сайчӗн йышне кӗрекен пайсемпе паллаштарӑпӑр, малашнехи утӑмсене сӳтсе явма, аталану ҫулне тупма тӑрӑшӑпӑр. Ҫавӑн пекех интернетри чӑваш чӗлхин вырӑнне те сӳтсе явӑпӑр.
Ҫавра сӗтеле Чӑваш халӑх сайтне пуҫлама пулӑшакансене, унти калаҫусемпе сӳтсеявусене хутшӑнакансене, информаципе тултарма пулӑшакансене, тӗнче тетелӗнчи чӑваш чӗлхине аталантаракансене пурне те йыхравлатпӑр!
«Чӑвашпа Чӗмпӗрӗн экономикӑпа политкультура анлӑшӗ: пӗтӗмлетӳ тата малашлӑх». Ҫак ятпа ӗнер Шӑмӑршӑра ҫавра сӗтел иртнӗ. Унта пирӗн республикӑн тата Чӗмпӗр облаҫӗн ертӳҫисем: Чӑваш Енӗн Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев тата Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ — Правительство пуҫлӑхӗ Сергей Морозов хутшӑннӑ.
Икӗ енлӗ хутшӑнусем пирки каланӑ май Михаил Игнатьев регионсем географи тӗлӗшӗнчен кӑна мар, ӑс-хакӑл енпе те ҫывӑххине палӑртнӑ. «Пирӗн иртнинче тата хальхинче пӗр пекки нумай», — тенӗ вӑл. Унтан вӑл 1968 ҫулта Иван Яковлев уҫнӑ Чӗмпӗрти учительсен чӑваш шкулӗн пӗлтерӗшне, унта ӑс пухнӑ Константин Иванов поэта аса илнӗ. Чӗмпӗр облаҫӗнче ытти халӑхпа танлаштарсан чӑвашсем йышпа виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннине палӑртнӑ Михаил Васильевич. Ҫавна май вӑл асӑннӑ облаҫ кӗпӗрнаттӑрне чӑваш этносне, чӗлхине тата культурине упраса хӑварма майсем туса панӑшӑн тав тунӑ.
Сӑнсем (27)

Утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче РФ Патшалӑх Думин депутачӗн Анатолий Аксаковӑн йышӑну пӳлӗмӗнче чӑваш парламенчӗн депутачӗ Олег Николаев «ҫавра сӗтел» ирттернӗ. Олег Николаева Чӑваш Ен Элтеперӗ пулма «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти кандидата тӑратнӑччӗ.
Тӗлпулу суйлавпа ҫыхӑннӑ тесе шухӑшлама пулать-тӗр, анчах Виталий Станьял пӗлтернӗ тӑрӑх, унта суйлав пирки те, экономикӑпа хысна пирки те мар, наци политики пирки сӑмахланӑ. Ҫав шутра демографи, ассимиляципе дессимиляци, вӗренӳ, культура, чӗлхе, литература тата ӳнер пирки-мӗн.
«Ҫавра сӗтеле» пынӑ ЧПУ профессорӗ, экономика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Анатолий Яковлев тӑван халӑхӑн ӑс-хакӑл пурнӑҫне тишкернӗ иккен. Вӑл хускатнӑ темӑна Чӗмпӗрти таврапӗлӳҫӗ Дмитрий Кузьмин, Хусанти шурсухал Олег Александров, хамӑр республикӑри экономист Сергей Петров, Николай Максимов писатель, Владимир Карсаков режиссер малалла тӑснӑ.
Пушӑн 26-мӗшӗнче Чӗмпӗрти квалификацие ӳстермелли институтра Раҫҫейри Литература ҫулталӑкне, Ҫентерӳ пулнӑранпа 70 ҫул ҫитнине халалланӑ вӗренӳ проекчӗсен инноваци куравӗн ярмӑркки иртнӗ. Унта Чӑваш кӗнеке издательстви те хутшӑннӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствин директорӗн ҫумӗ Наталья Яхатина палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш Ен делегацийӗ чӑваш чӗлхипе литературин учителӗсемпе иртнӗ ҫавра сӗтеле хутшӑннӑ, институт ректорӗсемпе тӗл пулнӑ.
Чӑвашла тата вырӑсла кӗнекесен экспозицийӗ чылайӑшне илӗртнӗ. Вӗрентекенсем Чӑваш кӗнеке издательствин ҫӗнӗ продукцийӗпе хаваспах паллашнӑ. Уйрӑмах К.Ивановӑн «Нарспи» кӗнекине килӗштернӗ.
Кун пек ярмӑрккӑна ҫулсерен ирттереҫҫӗ. Кӑҫал унта Хусанти, Чуллӑ ҫырти, Теччӗри вӗренӳ организацийӗсен элчисем те хутшӑннӑ.
